Юлашки шăнкăрав шăнкăртатрĕ, чĕрере тунсăх туйăм вăратрĕ

 

      Çĕршывăн кашни шкулĕнчех çак кунсенче вĕренсе тухса каякансемшĕн юлашки шăнкăрав сасă пачĕ. Нумай-нумай хĕрпе йĕкĕт тăван шкулĕпе, юратнă учителĕсемпе, вун пĕр çул хушши пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сыв пуллашать. Юлашки шăнкăрав шăнкăртать, чĕрере тунсăх туйăм вăратать.

 Кĕмĕл саслă шăнкăрав Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те шăнкартатрĕ . Вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан 16 çамрăк юлашки хут шкул умĕнче линейкăра сăвă каларĕ, юрă юрларĕ, ташă ташларĕ...

Аслă çул çине тухакан хĕрсемпе каччăсене саламласа шкул директорĕ А.В.Падусев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров, Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн представителĕ Пирогов А.Н., учитель-ветеран, чылай çул хушши Сăкăт шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ И.Н.Ильин , пĕрремĕш учитель Л.В. Лаврентьева тата класс ертÿçи Н.И.Тинюков  сăмах каларĕç. Парнесем , чечексем, салам хучĕсем, салют...

Çак кун выпускниксемшĕн яланлăхах асра юлмалли кун пулса тăрса юлĕ. Кĕмĕл шăнкăрав  çамрăксене ырă çул пиллет. Аслă çул тумхахсăр пултăр,  малашлăха тикĕссĕн чуптăр. Тăван шкул хăй ывăлне-хĕрне ăнăçу сунать!