Волонтёрсен ырă пуçарăвĕ

    Пĕр йывăç касрăн— вуннă ларт", - тет пирĕн халăх. Йывăçне касман пулин те, Сăкăт шкулĕнчен вĕренсе тухса каякан хĕрсемпе каччăсем асăнмалăх-савăнмалăх стадион тавра йывăçсем лартса хăварас тесе шухăшларĕç. Шухăшларĕç— турĕç. Çăкасем, пĕчĕкскерсем, хунав çумне хунав хушса пыччăр, çÿллĕ çитĕнччĕр, шкул таврашне илем кÿччĕр терĕç. Ытти вĕренекенсем те, шкулпа сыв пуллашнă майăн, хăйсен ырă пуçарăвне малалла тăсасса шанаççĕ вунпĕрмĕшсем. Çулсерен вуншар йывăç лартса ÿстерсен те, часах вăрман кашласа ÿсмелле пулĕ кунта. Çамрăк йывăçсене малтанласа пăхсах тăрас пулать. Выльăх мăшкăлĕ ан пултăрччĕç вĕсем.