Тăван тавралăха сăнама, упрама вĕренни — хамăршăнах

    

Ака, 30. 2013. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн пĕрремĕш класĕнче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем паян тăван тавралăх çинчен калаçу ирттерчĕç. "Пирĕн таврара пуранакан чĕр чунсем çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха эпир? Вĕсем мĕнле пурăнаççĕ? Çынсем, çав шутрах ачасем те, вĕсене инкек кăтартмаççĕ-и, сăтăрла ĕçсем тумаççĕ-и? Эпир вĕсене мĕнпе пулăшма пултаратпăр?" — çак ыйтусем тавра пулчĕ калаçу.

Ачасем чĕрĕпсем çинче чарăнса тăчĕç, хăйсем çак илемлĕ йĕплĕ чăмăркка чĕр чун çинчен мĕн пĕлнине кала-кала пачĕç.

Юлашкинчен вара тăван тавралăха сăнама, упрама вĕренни  хамăршăнах усăллă текен шухăша тепĕр хут çирĕплетрĕç.