Ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕç

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренекенсем юмахсемпе питĕ туслă. Вулама кăна мар, спектакль лартса-выляса пăхма та ÿркенсе тăмаççĕ. Хальхинче ачасем Иван Яковлевич Яковлевăн юмахĕ-калавĕсемпе паллашрĕç те тÿрех ĕçе пуçăнчĕç: ку юмахсем вулакана мĕнле пулма вĕрентни пирки калаçрĕç, ÿкерчĕксем турĕç. Ытларахăшне "Уçăлма тухнă шăши çури" юмах килĕшнĕ иккен. Хăйсен творчествăлла ĕçĕсенче те çамрăк художниксем çак юмаха хăйсем мĕнле ăнланнине кăтартса панă. Класра В.Н. Ильина вĕрентекен пулăшнипе ÿкерчĕксен выставкине те йĕркелерĕç.