Çăмăл атлетсен чупăвне хутшăнтăмăр //Сугутская СОШ

  

     Ака уйăхĕн 27-28 кунĕсенче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсемшĕн ырми-канми вăй хунă чăвашсен мухтавлă ывăлĕсене— И.Я. Яковлевпа Н.И.Никольские халалласа  чупу иртрĕ. Патăрьел районĕнчи спортсменсем те активлăн хутшăнчĕç кунта. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çăмăл атлетсем Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен чиккинче эстафета йышăнчĕç, карттă тăрăх палăртнă маршрутпа пырса малалла Шăнкăртам ачисем патне çитерчĕç. Мăнаçлăхпа çунатланнă çамрăк спортсменсем И.Я.Яковлевпа Н.И.Никольский ячĕсене яланах асра тытасса шанас килет.