Букварьпе алфавит çинчен

      

     Чăваш чĕлхипе литература кунне, И.Я.Яковлев эрнине халалласа Патăрьел районĕнчи  Сăкăт шкулĕн çиччĕмĕш класĕнче вĕренекен тутар ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче, И.Я.Яковлев ĕсĕ-хĕлĕпе паллашнă май,"Букварь тата алфавит" темăпа тĕпчев тата танлаштару ĕçĕсем туса ирттерчĕç. Тинюкова Н.К. вĕрентекенпе пĕрле ачасем Иван Яковлевичăн чăваш букварĕ валли  çырнă калавĕсемпе паллашрĕç . Чăваш, вырăс тата тутар алфавичĕсене танлаштарчĕç.

Букварĕн çамрăк ача пурнăçĕнчи  пĕлтерĕшĕ пирки пĕтĕмлетÿсем турĕç.