"Пире ăс-чун панă чăн-чăн çын пулма"

      "Пире ăс-чун панă чăн-чăн çын пулма"— çапла ятпа иртрĕ Патăрьел
районĕнчи Сăкăт шкулĕн 7 класĕнче тăван литература урокĕ. Ку урока чăваш
чĕлхи эрнине, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Аслă
вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕпе тепĕр хут паллашнă май, çиччĕмĕшсем
вĕрентекенпе пĕрле чăн-чăн çын пулма этеме мĕн-мĕн кирлине сÿтсе яврĕç.
Кайран вара ăслав мелĕпе усă курса хăйсен шухăшĕсене  шурă хут çине
куçарчĕç. Çакна тума çăмăлах пулмарĕ пулин те, ачасем хăйсен ĕçĕпе
кăмăллă пулчĕç.