"Эс те пуян, эп те пуян..."

 

      "Эс те пуян, эп те пуян. Чи пуянни вара кам?" ятпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 9б класĕнче вĕренекенсемпе чăваш чĕлхине вĕрентекен Е.В.Анюрова йăлана кĕмен урок — ăмăрту ирттерчĕ. Ăмăртура тăванлăхпа, чăваш халăх йăла-йĕркипе çыхăннă ыйтусем чылай пулчĕç. Артамонова Кристина, Кудряшова Инесса, Анюрова Оксана, Таймукова Карина  пултаруллă пулни палăрчĕ. Чи пуянни вара Оксана Анюрова иккен, унăн кушелĕнче "укçи" нумайрах иккен.