"Яковлев мăнукĕсем", "Маттурсемпе" "Чĕлхеçĕсем" паян "Асамлă сăмах " çĕршывне çитсе курчĕç. Çитсе курчĕç кăна мар, пĕр-пĕринпе ăмăртса та "вăй виçсе" ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене шĕкĕлчерĕç. Хăш-пĕрин пĕлтерĕшĕ пирки тавлашса та илчĕç.Ăмăртура улттăмĕшсем ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлни палăрчĕ. "Маттурсем" ушкăн маттурах пулчĕ, мĕншĕн тесен кунти хĕр ачасемпе арçын ачасем ыттисенчен ытларах балл пуçтарса мала тухрĕç.