Диктант çыртăмăр

   

  "Эй, ырăпа ытарса, ăнпа ăнланса, туйăмпа туйтарсакашнине пире сăпка юррипех аннесем парнеленĕ тăван чĕлхемĕр! Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç чĕвелтетĕвĕ, шăнкăр-шăнкар шыв шăнкăртатăвĕ, сарă ыраш сăрăлтатăвĕ — пурте пур сан ылтăн çÿпçÿнте..." — чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнинчен ку йĕркесем. Пĕтĕм чăвашпа пĕрле Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ"акцие хутшăнчĕç. 25 ача хăй пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕ. Вĕрентекенсем те шкул ачисемпе пĕрле партăсем хушшине ларчĕç. Интернет урлă чăваш радиовĕпе диктор сассине тимлĕ итлесе ""Хамăрăн пуласлăх — тăван чĕлхемĕрех" текста ятарлă бланксем çине куçарчĕç. Анчах техникăпа хăш-пĕр чăрмавсем сиксе тухнине пула 15 минут хушшинче хамăр ĕçсене çак пысăк ĕçе йĕркелекенсем патне пурне те ярса пама  ĕлкĕреймерĕмĕр.

Диктантпа ялта уйрăм килсенче пурăнакансем те кăсăкланнă иккен, вĕсем те çырса пăхнă. Акцие йĕркелекенсене пысăк тав .