Ксения Мишина çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренекен Ксения Мишина час-часах шкулта, районта иртекен конкурссене хутшăнать. Ĕçчен хĕр ача малти вырăнсене те йышăнать. Çак кунсенче район шайĕнче иртнĕ "Пожарный доброволец: вчера, сегодня, завтра!" конкурсра вара унăн ĕçĕ пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. К. Мишина шкулта тăрăшса вĕренет, уроксем хыççăн ÿнерçĕсен шкулне çÿрет, ÿкерчĕксем ăсталама юратать.