Сăкăт хĕрĕсем— ирĕклĕ майпа кĕрешекен спортсменсем

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем (тренерĕ В.В. Анюров) иртнĕ вырсарни кун республика шайĕнче Красноармейски салинче В.Кацовпа В.Степанов воин-интернационалистсене халалласа ирттернĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне хутшăнчĕç. Çăмăл мар кĕрешÿре пирĕн арçын ачасемпе хĕр ачасем хăйсен вăйĕсене виçсе пăхрĕç. Чиркина Дианăпа  ( 9 класс ) Прокопьева Галина ( 7 класс ) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.  Хĕрсем çак пысăк ăмăртуран медальсемпе, парнесемпе таврăнчĕç.