"Паттăр" çамрăксен парламенчĕ — Сăкăт шкулĕнче

     

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче паян интереслĕ хăнасем пулчĕç.  9-11 классенче вĕренекенсем уроксем хыççăн кану залне пуçтаранчĕç. Патăрьелĕнче тин кăна районти çамрăксене ертсе пырас, вĕсен пушă вăхăтне, канăвне тĕрĕс йĕркелеме пулăшас, йывăрлăхра алă парас тĕллевпе "Паттăр" ятлă çамрăксен парламенчĕ йĕркеленнĕ иккен. Ку парламент членĕсемпе туслă тĕл пулу иртрĕ. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлекен аслă юлташĕсем Николаев Г., Антонова А., Калькин А., Евграшкина С., Никитина Н., Секретов Ю., Тямин А. шкул ачисене хăйсен пĕрлешĕвĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Çамрăксем шкулти пурнăçпа та кăсăкланчĕç. Уйрăмах вĕсене хĕр ачасемпе арçын ачасен канăвĕ ăçта, еплерех иртни интереслентерчĕ. Кайран Сăкăт çамрăкĕсемпе хăнасем спортзалта волейболла вылярĕç.

Ку тĕл пулу пурне те килĕшрĕ, Сăкăт шкулĕн ачисенче çĕнĕ хавхалану туйăмĕ вăратрĕ. Сăкăт хĕрĕсемпе каччисем ăмăрт куçлă, çунатлă "Паттăра" ăнăçу сунчĕç.