Маша Бабаева — чи хÿхĕм чăваш пики

  

"Хÿхĕм" сăмаха чăвашсен паллă тĕпчевçи, профессорĕ Н.Ашмарин хăйен 17 томлă словарĕнче çапла ăнлантарнă: "красивый, прелестный, славный, хороший, превосходный, стройный, высокий".  "Хÿхĕм пике"  мĕнлереххине ăнлантарма, апла, кирлех те мар. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патăрьелĕнче иртнĕ "Чăваш пики" конкурсра "Хÿхĕм пике" ята "Сăкăт шкулĕн 10 класĕнче вĕренекен Мария Бабаевăна парса жюри членĕсем тĕрĕсех турĕç. Маша чăннипех те чăн-чăн пике пулчĕ ку уявра, илемĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе пуринчен те ирттерчĕ, хăйне тытма пĕлнипе те  ыттисенчен уйрăларах тăчĕ. Халăх умне тухса Сăкăт хĕрĕсем маттур та пултаруллă, чипер те сăпай — хÿхĕм пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ. Марийăшăн ку — пуçламăшĕ кăна-ха.

Сăкăт шкулĕ Машăна саламлать, малашлăхра ăнăçу, çитĕнÿсем сунать.