Урамра, пахчасенче çурхи ĕçсем пуçланаççĕ. Шăпăр, кĕрепле, кĕреçе, сенĕк тытса пÿрт-çурт умĕнчи çĕр лаптăкĕсене чавса кăпкалатмалла, йăрансем туса вăрăсем акмалла, Йывăçсем лартма та вăхăт çитнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Çак ĕçсене тунă чухне те йĕркене пăхăнни, пĕлни кирлĕ-çке. Тимлĕ е асăрхануллă пулмарăн — сывлăхна сиенлеме те пултарăн. Ку ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă чух выляма, сулкалашма-тĕрткелешме юраманни, т.ыт. çинчен калаçрĕç те Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вăтам классенче вĕренекен ачасемпе технологи урокĕсене ертсе пыракансем. Пĕтĕмлетсе каласан, хăрушсăрлăх техникин инструктажне ирттерчĕç.