Хăвна йĕркеллĕ тытма вĕрен — сывлăх сунма ан ÿркен!

   Çынна сывлăх сунасси пирĕн пата аваллăхранах килекен ырă йĕрке шутланать. "Аван-и? Çÿреççĕ-и? Ман килес! Ырă кун пултăр! Ырă каç пултăр! Салам!" — теççĕ аслисем, пирĕн ваттисем пĕр-пĕрне ыр сунса, сывлăх сунса. Çак асамлă сăмахсене калама пĕрре те йывăр мар, мĕншĕн тесен сывлăх сунаканăн та, ăна йышăнаканăн та кăмăл çĕкленет, ырă туйăм çуралать. Çакăн çинчен тепĕр хут аса илтерес, пĕр-пĕринпе сапăр пулма, тĕрĕс хутшăнма вĕрентес тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн аслă вожатăйĕ  вăтам классенче вĕренекенсемпе "Хăвна йĕркеллĕ тытма вĕрен — сывлăх сунма ан ÿркен!"  ятпа калаçу ирттерчĕ. Ку çулсенчи ачасем хирĕç тĕл пулакана çак ырă сăмаха калама час-часах манса каяççĕ е ÿркенеççĕ. Тепĕр хут аса илтернин усси пурах.