Иккĕмĕшсем шашкăлла выляççĕ, шахматла вĕренеççĕ

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекенсем уроксем хыççăн киле кайма васкамарĕç. Çак кунсенче класра шашкăлла вылякансен турнирĕ иртмелле. Апла ăмăртăва  хатĕрленмелле. В.Н.Ильина класс ертÿси ачасене шахмат вăййин вăрттанлăхĕсемпе те паллаштарасшăн. Кам ялан шашкăлла е шахматла вылять, унăн ăнкарулăхĕ, логика шухăшлавĕ вăйлăрах аталанать. Çакă тата, учитель ăнлантарнă тăрăх, математика предметне алла илнĕ çĕрте те пысăк усă кÿрет.