Волонтёрсем тирпейлĕхпе тасалăхшăн

    Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн"  тата "Çуркуннехи  ырă ĕçсен эрни" акцисене хутшăнса шкул таврашĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн те тăрăшаççĕ. Ара, сывлăх вăл тасалăхпа тирпейлĕхе килĕштерет. Шкул таврашĕнче нимĕнле хут та, кирлĕ мар япала та йăваланса ан вырттăр. Улттăмĕш класра вĕренекенсем  ырă ĕç тума хавасах. Шкул — пирĕн иккĕмĕш  кил. Хуçисем мĕнле — килĕ çапла.