Шкулта "Пирĕн пурнăç — пирĕн алăра" профилактика кунĕ иртрĕ

 

    "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче профилактика кунĕ иртрĕ. "Пирĕн пурнăç — пирĕн алăра" — çапла пĕтĕмлетÿллĕ ят пачĕç ăна аслисем. А.П.Тинюкова педагог-психологпа Ю.Г. Падусева соцпедагог вăтам тата аслă классенче вĕренекенсемпе тĕрлĕ видеороликсемпе усă курса эрех-сăра сиенĕ çинченкалаçусем ирттерчĕç. Н.К.Тинюкова директор çумĕ хĕрсемпе каччăсене "Çуралнă кун" ятлă фильмпа паллаштарчĕ. Çак паллă куна çамрăксем эрех-сăра таврашĕпе уявлани мĕн патне илсе çитернине, çамрăк организмшăн вăл мĕн тери сиенлĕ пулнине çынсем тунă йăнăшсенче курчĕç шкул ачисем. Юлашкинчен пурте пĕрле çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: пирĕншĕн пуриншĕн те чи кирли — хамăра хамăр алăра тытма пултарни, çын хыççăн кайса йăнăш утăм тăвасран сыхланма пĕлни.