Ачасен сывлăхне çирĕплетесси пирки ашшĕ-амăшĕпе канашларĕç

     

          Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче уроксем хыççăн классенче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем иртрĕç. Вĕренÿ ыйтăвĕпе пĕрлех пуçламăш классен ертÿçисем  ачасен сывлăхне çирĕплетесси пирки те ыйту çĕклерĕç.

      Çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕçĕннисем шкул çумĕнчи кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетĕç. Икĕ сменăра 85 ача канĕ кунта. Ашшĕ-амăшĕн вара кирлĕ хутсене (килĕшÿ, ыйту) çывăх вăхăтра хатĕрлесе памалла.