Тирпейпе илем — йĕкĕрешсем

   Сывлăхлă пуласси тасалăхпа та тирпейлĕхпе тачă çыхăннă. Тирпейпе илем — йĕкĕрешсем. Урăхла пулма та пултараймасть. Тирпей çук çĕрте мĕн илемĕ пултăр? урамсенче, умсенче, акă, юр кайса пĕтнĕпе пĕрех. "Шурă кавир" айĕнчен тухаканни вара  чуна савăнтармасть. "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн"акцие хутшăнса пурте пĕрле шкул умĕнчи, шкул йĕри-таврашĕнчи çÿп-çапа пĕр çĕре пуçтарчĕç Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем. Хĕл каçипе пуçтарăннă кирлĕ мар ăпăр-тапăра тирпейлерĕç, тасатрĕç. Çĕр-шыв типиччен вăхăтлăх субботник иртрĕ шкулта.