"Сывлăх вăрттăнлăхĕсем" класс сехечĕ

   

Ачасене харпăр-хăй сывлăхне упрама вĕрентес тата çирĕплетме пулăшас, класри туслăха, пĕр-пĕрне хисепе хураслăха çирĕплетме пулăшас тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 2-мĕш класĕнче "Сывлăх вăрттăнлăхĕсем" класс сехечĕ иртрĕ.  В.Н. Ильина класс ертÿçипе пĕрле ачасем виçĕ пайлă спектакль хатĕрлерĕç. Тĕрлĕ чĕр чунсен маскисене те ăсталарĕç, кирлĕ хатĕрсене те шыраса  тупрĕç. Юлашкинчен вылярĕç те. Спектакль хыççăн вара ачасем унта пытаннă сывлăх вăрттăнлахĕсене шыраса-тупса палăртрĕç. Аслисем вĕрентсе каланисене, хăйсем пĕлекен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, çĕннисене вĕренчĕç. Класс сехечĕ пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

  Каярах тата  ку спектакльпе çуллахи кану лагерĕнче  ытти ачасене савăнтарĕç-ха иккĕмĕшсем.