Сăкăт шкулĕ: канашлура ачасен сывлăхĕ пирки

    Шкулсенче вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкĕ пырать. Тепĕр уйăх çурăран, акă, юлашки шăнкăрав та хăй сассипе ачасене савăнтарĕ — шкул сумки, кĕнеки, доска çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен сыв пулччăр! Хăш-пĕр ачасемшĕн пиллĕкмĕш чĕрĕк те пулĕ-ха. Вĕренÿ валли мар, паллах, кану валли! Шкул çумĕнче çуллахи кану лагерĕ пуласси пирки ачасем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç те Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем черетлĕ канашлура. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те Сăкăт шкулĕн алăкĕ уçах пулĕ, мĕншĕн тесен кунта июнĕн малтанхи кунĕнчен пуçласах кану лагерĕн пĕрремĕш смени хăйĕн ĕçне пуçлĕ. Икĕ сменăра пурĕ 85 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетĕ кунта.  Халĕ вара хатĕрленÿ тапхăрĕ пуçланать.