Пирĕн йĕкĕтсем — виççĕмĕш

  

Иртнĕ вырсарни кун, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн спортсменĕсем районта иртекен шкул ачисен Спартакиадине хутшăнса ытти шкул командисемпе волейболла вылярĕç, ăмăртрĕç.

Шкул чысне 9-10 классенче вĕренекен  Алексей, Евгений, Фёдор Анюровсем, Алексей тата Артём Черновсем, Владимир Бахитовпа Сергей Чермасов спортсменсем аван хÿтĕлерĕç.

Пирĕн йĕкĕтсем виççĕмĕш вырăна çăмăллăнах çĕнсе илме пултарни савăнтарать. Тăрăшни, тренировкăсене çÿрени сая кайман эппин.

А.Калькин тренер калашле, волейболистсемпе мухтанмалăх пур!