Вуннăмĕшсем — пулăсен тусĕсем

   

Патăрьел районĕнчи  Сăкăт шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренекенсем биологи кабинетне питĕ кăмăллаççĕ. Вĕсен класс ертÿçи Т.А. Медведева, биологи учителĕ пулнă май, ачасене ку предмета юратма вĕрентет. Предмечĕ те интереслĕ. Юратсах, кăмăлласах вĕренеççĕ ăна ачасем, экспериментсем, опытсем тума пушшех килĕшет хĕрсемпе каччăсене.

Кабинетра аквариум пурри тата ытларах туртать çак вĕренÿ пÿлĕмне. Пулăсен тусĕсем çак кĕленче савăтри пĕчĕкçĕ чĕмсĕрккесене сăнама юратаççĕ. Шывне улăштараççĕ, апатлантараççĕ... Аквариум пурри тепĕр енчен те аван: вĕренекенсен кăмăлне çĕклет, пуçа та кантарать...