Килчĕ çитрĕ пирĕн таврана шăнкăр-шăнкăр çуркунне: путăксенче, çырмасенче çĕмĕрĕлсе шыв кая пуçларĕ. Анчах кил-çурт таврашĕнче, урамсенче капланакан шыва çул кăтартса ямах тивет, мĕншĕн тесен кÿлленсе тăракан шыв тĕп сакайне, нÿхрепе-подвала кĕрсе шар кăтартасси те часах. Вăй питти çынна ку ĕçе тума йывăрах мар, анчах пĕччен ватăсемшĕн вара— терт: алли-ури итлесшĕнех мар, кĕреçи те йывăрланнă... Шкул ачисемшĕн юрлă-пăрлă шывпа "çапăсасси" — зарядка тунă пек кăна. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен волонтёрсем çапла турĕç те — пĕвеленнĕ вырăнсене çитсе шыв çулĕсене уçа-уçа ячĕç. Хăш-пĕр ватă çынсен умĕсенче те пулчĕç, пулăшу пачĕç.