"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăннă май, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем ачасен сывлăхне упрассине тĕп вырăна хурса , çуллахи кану кунĕсене кирлĕ шайра ирттересси пирки канашларĕç. Республикăри кану лагерĕсене канма каяс текен ачасене регистрацилес ĕç пырать шкулта. Ăна Тинюкова Н.К., Муллина Г.И., Падусева Ю.Г. ятарлă операторсем йеркелесе пыраççĕ. Паянхи кăтартусем тăрăх Сăкăт шкулĕнче вĕренекен 30 яхăн ача валли кану вырăнĕ хатĕр тесен те юрать. Хĕр ачасемпе арçын ачасенчен ытларахăшĕ "Салют", "Космонавт" лагерьсене суйласа илчĕç. "Ильинский" тата "Звёздный" лагерьсене канма кайма кăмăл тăвакансем те тупăнчĕç.
Çырăну ĕçĕ малалла пырать. Операторсем ачасен çуллахи канăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе ашшĕ-амăшне йышăнма хатĕр.