Сăкăт халăх хорĕ хÿтĕленчĕ

   
Тăван ялăм, савнă Сăкăт,
Куллен-кун илемлĕрех!
Темĕн чул иртсен те вăхăт
Эсĕ пулăн чĕремрех!
 
 — Сăмахĕсем Станислав Ильинăн, кĕвви Игорь Медведевăн — "Сăкăт юрри". Сăкăт халăх хорĕ юрлать, — пĕлтерет  уçă саслă ертÿçĕ залра ларакансене тĕрĕллĕ чăваш тумĕпе сцена çине шуса тухнă юрăçсене кĕтсе илме хатĕрлесе. Тăвăллăн алă çупнипе пĕрлешсе тăватă тĕрлĕ сасăллă илемлĕ юрă янăраса каять. Хора  Николай тата Станислав Толстовсем ертсе пыраççĕ, юррине шăрантаракансем вара Сăкăт ялĕнче  тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем: "Çăлкуç" ача сачĕн ĕçченĕсем, Сăкăт шкулĕн вĕрентекенĕсем, культура çуртĕнче тата "Красное Знамя" хуçалăхра, ял Советĕнче вăй хуракансем...( Тивĕçлĕ канури ял çыннисем те пур!) Пурте вĕсем паян Патăрьелĕнчи культура керменĕн сцени çине тухма пĕр тĕллевпе пуçтарăнса килнĕ: Сăкăтри халăх хорĕн пултарулăхне кăтартас, çак сумлă та чыслă ята малалла та тивĕçлĕ шайра тытса пыма республикăмăр умĕнче ирĕк илес.
     Вунă-вун икĕ художествăллă номерпе сехете яхăн савăнтарчĕç сăкăтсем Юхма тăрăхĕнчи юрра-ташша курма пуçтарăннă халăха. Вĕсем Сăкăт халăх хорĕ пирки: " Аван юрларĕç, аван хÿтĕленчĕç", —  тесе уççăнах хакланине  илтме кăмăллă пулчĕ. Фестивале йĕркелекенсем те (Шупашкартан килнĕ тÿресем) çак шухăшах çирĕппĕнех каларĕç пулсан, савăнма та, мăнаçланма та юрать эппин  юрăçсен. Тăрăшни харам мар. Иртнĕ XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех никĕсленнĕ хора сÿнсе ларма памасăр, ырми те канми ĕçлесе,  малалла аталантарса пырса халăх ячĕллĕ тума пултарнă чылай маттур та пултаруллă , тăрăшуллă Сăкăт çыннисен пархатарлă ĕçне тăсни вăл — савăнăç кăна мар — телей! Тумлам çумне тумлам кÿлĕ пулнă. Сăкăт халăх хорĕ вăл — миçе çыннăн "тумламĕ"!
   Ырă йăла-йĕркене тытса, малалла аталантарса пыракансен çулĕ такăр пултăр, ĕçĕсем ăнса пыччăр. Çапла пултăр!