Кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ кăтартавĕсем

      "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие активлă хутшăнса Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнчи кире пуканĕ йăтакан çамрăк спортсменсем черетлĕ ăмăртура Канаш районĕнче пулчĕç. Алексеев А.В. тренер ертсе пынипе В.П. Симене халалласа ирттернĕ республика шайĕнчи ăмартуран 11 класра вĕренекен Сергей Кушниковпа 9-б класри Михаил Милов II тата III вырăнсене çĕнсе илчĕç.
      Кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Сăкăт çамрăкĕсен спортри çитĕнĕвĕсем патăрьелсемчăннипех те  сывă пурнăç йĕркишĕн пулнине ĕнентереççĕ.