Пултараççĕ Сăкăт ачисем!

    Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ çумĕнчи ирĕклĕ  майпа кĕрешекенсен секцине çÿрекен çамрăк спортсменсем Шăмăршă районĕнчен медальсемпе, парнесемпе таврăнчĕç. Кунта Кивĕ Чукал ялĕн мухтавлă ывăлне  — Е.К. Карзанов граждан вăрçи геройне чысласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Сăкăт ачисем Анюров Кирилл (4 класс— 32 кг виçепе), Кушников Андрей (5 класс— 32 кг виçепе), Шапкин Николай (8 класс—40 кг виçепе) тата Анюров Евгений (63кг виçепе) кÿршĕллĕ районсенчи спортсменсемпе вăй виçрĕç. Анюров В.В. тренерăн савăнмалăх кăна мар, мухтанмалăх та ирĕк пур, мĕншĕн тесен Н.Шапкинпа Е.Анюров пĕрремĕш, А.Кушников иккĕмĕш, К.Анюров виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Пултараççĕ Сăкăт ачисем!