Уçă алăк кунĕнче— Шыв тĕнчин асамлă тыткăнĕнче

      Физкультура, спорт — ачасен сывлăхне çирĕплетмелли, çамрăк организма пиçĕхтермелли  чи çăмăл та ансат мелсенчен пĕри ĕнтĕ. Çаплах шутлать Сăкăтри чылай шкул ачин ашшĕ-амăшĕ те. Акă, тĕслĕхрен, Çерçи кассинче пурăнакан çамрăк çемьесем Патăрьелĕнчи «Паттăр» комплексра пулчĕç. 4 класра вĕренекен Саша Тинюков, 5 класра вĕренекен Настя Анюрова тата вĕсен ача садне çÿрекен йăмăкĕсем кунти  «уçă алăксен кунне» хутшăнма кăмăл турĕç.      Кăмăл туличчен чăмпăлтатрĕç бассейнра, пулăлла та, йытăлла та ишрĕç. Шыв тĕнчин асамлă тыткăнĕнчен  хăтăлма пĕрре те çăмăл мар иккен— хырăм та выçмасть, киле те каяс килмест. Уçă алăк кунне уçă кăмăлпа ирттерчĕç çамрăк спортсменсем.