Пирĕн Алина иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ

    Патăрьел районĕнче поэзие юратакан халăх пурăнать. Çакна Юхма тăрăхĕнчен тухнă паллă поэтсен ячĕсем те çирĕплетеççĕ. Тен, çĕрĕ-шывĕ çавăн евĕр асамлă вăй-хăватлă пуль. Акă, сăмахран, Сăкăт шкулĕнче  те поэзие кăмăллакансем чылай. Хăйсем те сăвă йĕркисем шăрçалаççĕ, ытти паллă поэтсен сăввисене те ăмăртмалла илемлĕ вулаççĕ.
       Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче, акă,  районта "Чĕрĕ классика" ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Тĕрлĕ авторсен сăввисене илемлĕ каласа Сăкăт шкулĕн ятне кунта Алина Анюрова(ертÿçи Мышова Н.В.вĕрентекен) хÿтĕлерĕ. Халĕ 6 класра вĕренекен Алина пĕрремĕш класранпах районта иртекен çакнашкал ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсене те йышăнать. Кунта та  Сăкăт шкулĕн маттур хĕр ачи иккĕмĕш вырăнта.
Чăннипех те маттур Алина. Шкулта та "пиллĕксемпе" çеç вĕренет, спортпа та туслă, шкулти обществăлла ĕçсенче те хастар. Малашне те çитĕнÿсем сунатпăр ăна.