Сăкăтри шашистсем— тăваттăмĕш

    Çак кунсенче Патăрьелĕнчи "Паттăр"физкультурăпа спорт комплексĕнче  районти учительсен профсоюзĕн 34-мĕш Спартакиади шучĕпе шашкăлла вылякансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Кунта Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем те активлă хутшăнчĕç. Н.В. Ксенофонтов, М.Ф.Егорова , Н.П.Толстов  учительсем районти шашистсемпе тупăшса тăваттăмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Шел пулин те, виççĕмĕш вырăна çур балл чухлĕ выляса ячĕç. Халĕ Сăкăтсем шахматистсен ăмăртăвне хатĕрленеççĕ.