Спортсменсемшĕн каникул çук

      Спортсменсемшĕн каникул çук. Ку чăнахах çапла.Тренировка, тренировка, татах тренировка... Унсăрăн çитĕнÿ патне çитме çук тесе шутлаççĕ чăн-чăн спортсменсем. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те çак шухăшпа килĕшеççĕ. Килĕшеççĕ кăна мар, кашни кунах спортзала çÿреççĕ. Вуннăмĕш класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем волейболсăр пурăнаймаççĕ, "чирлемеллипех чирленĕ". Вĕсемпе пĕрле тăххăрмĕшсем те волейбол сетки умĕнче. А.А.Калькин ертÿçĕ  çамрăк тусĕсемпе кăмăллă. Кĕске вăхăт хушшинчех волейболистсем çÿлелле чылай çĕкленчĕç: районти ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене те йышăнаççĕ.