Çамрăк волонтĕрсен аллинче ĕç вĕрет

   

     Çуркуннепе Хĕлле тавлашаççĕ паян : пĕрин каясси килмест кунтан, теприн килме вăхăчĕ çитнĕ куран. Икĕ-виçĕ кун палтăртатрĕ кăна çил-тăман. Мĕн тăвар? Картише, урама тасатар-ха юртан.

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем 10 кунлăха каникула кайрĕç. Апла пулин те ял ачи валли канупа юнашарах ĕç те тупăнать. Тинюков А.(4 класс), Ярзутов О.(7 класс), Правитель А.(2 класс) Çерçи кассинче волонтĕрсен кунне ирттерчĕç: юр хырмалли кĕреçесене йăтрĕç те касри ватăсем патне кил тăрăх кайрĕç. Кÿршĕрех Л.И.Толстова учительница пĕчченех пурăнать, 9-мĕш теçеткере пырать, çÿреймест. Ун çумĕнчех — тепĕр пĕччен пенсионерка.Юр тасатасси уншăн та шăл çемми мар, çулĕсем чылаях. Çамрăк волонтĕрсен аллинче вара ĕç хатĕрĕсем выляса кăна тăчĕç, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлерĕç арçын ачасем, хăш вăхăтра — хапха умĕсене тирпейлесе те хучĕç.
     —Ку касри ачасене час-часах курма пулать ватăсене пулăшнă çĕрте. Ÿркенсе тăмаççĕ вĕсем. Канма та , пулăшма та вăхăт тупаççĕ, —тачасен ĕçне ырласа калаçаççĕ çак касра пурăнакансем.