"Шурă чулсем" лагерьте Сăкăт ачисем час-часах пулаççĕ. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче те 7-8 ача хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнĕччĕ унта. Халĕ те, Убасева Карина тата Лукьянова Лилия(10 класс), Кудряшов Артём (7класс) Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çуркуннехи каникул кунĕсене "Шурă чулсем" лагерьте ирттерме кăмăл турĕç.
"Шурă чулсем" лагерь ачасене кĕтет
Юлашки вăхăтра пирĕн патшалăх шкул ачисен сывлăхне çирĕплетессине пысăк тимлĕх уйăрать, çакна тума тĕрлĕ майсем туса парассишĕн тăрăшать. Чăваш Республикинче кăна , акă, хула тулашĕнче вырнаçнă 20 яхăн лагерь ачасене йышăнма хатĕр.