Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вăтам классенче вĕренекенсем çĕнĕ формула шухăшласа кăларчĕç. Вырăссен каникул сăмахе чăвашсен кан тата кул глаголĕсенченех пулнăн туйăнать-çке-ха. Тен... Чăнахах та, чăвашсенчен илмен-ши вĕсем пĕлтерĕшĕпе пĕр килекен ку сăмахне? Халĕ, акă, Сăкăт ачисем çуркуннехи каникула каяççĕ. Вĕсен вĕренÿрен кăштах сĕверĕлмелле, канмалла, кулмалла, вылямалла. Кĕскен каласан — канса та кулса сывлăха çирĕплетмелле!