Класс тулашĕнчи ĕç: "Тĕрĕс апатлан — сывлăх пулĕ сан!"

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасем обществознани предметне килĕштереççĕ. А.Н. Пирогов учитель ертсе пынипе , акă, вĕсем класĕпех хутран кимĕсем ăсталарĕç те "СЫВЛĂХЛĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИ" утрав çине çул çÿреве тухса кайрĕç. Çул çинче вара апатлану йĕркипе, пурнăçра кирлĕ канашсемпе, усăллă тата сиенлĕ йăла-йĕркепе   тĕл пулчĕç."СЫВЛĂХЛĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИ" çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпчесе пĕлчĕç. Юлашкинчен çапла пĕтĕмлетÿ турĕç: чылай чир-чĕр пирĕн çума апатланас йĕркене пăхăнманран çыпçăнать. Тĕрĕс апатлансан— сывлăх та пулĕ сан!