"Тасалăхпа тирпейлĕх — пирĕн туссем" операци

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче виççĕмĕш— чи вăрăм вĕренÿ чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Ачасен халĕ çуркуннехи каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Кашни чĕрĕк вĕçĕнчех , каникула кайиччен,  классенче "Тасалăхпа тирпейлĕх —пирĕн туссем" операци иртет. Вĕренекенсем сĕтел-пукана, класа тирпейлесе -тасатса хăвараççĕ, çĕне чĕрĕке таса та çутă, тирпейлĕ шкулта пуçламалла пултăр теççĕ. Тасалăхĕ те, тирпейлĕхĕ те хамăр сывлăхшăнах-çке. Сывлăх вара— чи пĕрремĕш вырăнта.