Физкультура урокĕ бассейнра иртрĕ

 

    Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн тăххăрмĕш класĕсенче вĕренекенсем "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕç. Физкультура урокĕ кунти бассейнра иртрĕ. Анюров В.В. вĕрентекен хĕрсемпе каччăсене шывра путасран  сыхланмалли правилăсене кăтартрĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿксен мĕнле çăлăнмаллине вĕрентрĕ. Урок усăллă иртрĕ.