"Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă"—уçă класс сехечĕ иртрĕ

 

   "Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă" ятпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче уçă класс сехечĕ иртрĕ. 4 класра вĕренекенсем Чиркина Н.А. класс ертÿçипе пĕрле кашнин килĕнчех пулса курчĕç, пĕр-пĕрин ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе çывăхрах паллашрĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем сăвăсем каларĕç, класпа пĕрле маларах йĕркеленĕ слайдсене — сăн ÿкерчĕксен альбомĕн страницисене уçса пынăçемĕн чи юратнă çынсем çинчен кала-кала пачĕç. Юрă-кĕвĕ те, ваттисен сăмахĕсем те вырăнлă пулчĕç кунта.

Туслă çемье тенине мĕнле ăнланатăр? Çемье телейĕ мĕнре-ши? Çемйĕре эсир мĕнпе пулăшатăр? — вĕрентекенĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç ачасем.
     Ачисен ашшĕ-амăшне итлесе, пулăшса пымалла,  кирлĕ мар киревсĕр ĕçсемпе хуйхăртмалла мар. Кил-çуртра пурте ырă шухăш-кăмăлпа пурăнсан, пĕр тĕллевлĕ пулсан, пĕр-пĕрне хисеплесен, пурнăç та малалла йĕркеллĕ аталанса пырать— пурте пĕрле çак шухăш патне çитрĕç тăваттăмĕшсем.