"Чипер Анюк урока хăнана килнĕ"

   

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнчи 2 класс ачисем патне чипер Анюк хăнана килчĕ. Анюкăн паян çуралнă кун иккен. Вăл маттур хĕр ачасемпе арçын ачасене уява йыхравлать. Анчах... Анюк патне менельнике йăпăп-япăр тухса каяймăн: иккĕмĕшсен тĕрлĕ ĕçсене пурнăçламалла тивет. Урок вĕçĕнче вара ачасем В.Н. Ильина вĕрентекенпе пĕрле карçинккана чечексемпе тултарчĕç. Уяв парни хатĕр— хăнана кайма та юрать.

   Йăлана кĕмен урок пулчĕ ку.  Пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче тăванлăх сăмахĕсемпе, çынна сăнлакан , унăн ырă енĕсене палăртакан сăмахсемпе тĕл пулчĕç, çемьери çывăх çынсене хисеплес, хаклас, ырă сунас туйăма аталантарчĕç.