Çемье телейĕ мĕнре-ши?

  

Тăван литература урокĕнче Çемен Элкерĕн "Хурапа шурă" произведенийĕпе паллашнă хыççăн Сăкăт шкулĕнче вĕренекен вуннăмĕшсем ăна сÿтсе яврĕç, тишкерчĕç.

Çак хайлав хĕрсемпе каччăсене шухăша ячĕ. Сергейпе Лена шăписем тавра пулчĕ  калаçу. Çак икĕ çын пĕрле çемье çавăрса телейлĕ пулмаллаччĕ пек. Анчах телей тени шăпа тенипе тачă çыхăнура тăрать пулмалла. Телейлĕ пуласси хамăртан çеç мар, пирĕнпе юнашар пурăнакан çынсенчен те нумай килет иккен.Хурапа шурă юнашарах çÿреççĕ. Сергейпе Ленăна та пурнăç кустăрми кĕске вăхăта тĕл пултарчĕ те, тĕрлĕ çулпа уйăрса ячĕ. Кайран каллех пĕр йĕр çине килсе тухрĕç вĕсем, анчах халĕ ĕнтĕ кашнин хăйĕн çемйи. Пĕрин упăшки кĕвĕç, ĕçкĕç, теприн арăмĕ юхăнчăк, иртĕнчĕк...

Кунти геройсенчен вĕренмелли, пĕлмелли, чăнах та, нумай. Пуçа çĕмĕрмелли те пур:Телейлĕ пулма пултаратчĕç-и вĕсем? Мĕн чăрмантарчĕ пĕр-пĕрне юратакан çак икĕ сăнара? 

Юлашкинчен вĕренекенсем "Çемье телейĕ мĕнре-ши?" темăпа сочинени çырчĕç.