Сăкăт шкулĕн йĕлтĕрçисем "Сывлăх кунне" хутшăнчĕç

 

     Пуш уйăхĕн 16- мĕшĕнче районта "Сывлăх кунĕ" иртрĕ. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен маттур йĕлтĕрçĕсем  Анюров В.В. физкультура учителĕ ертсе пынипе çак уява активлă хутшăнчĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекен спортсменсем Анюров Е., Кузнецов Н., Чермасов С., Глухова Т., Чиркина Д., Хитрова Э. районти ытти шкулсенчен пуçтарăннă вунă команда хушшинче тăваттăмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Маттур, йĕлтĕрçĕсем!