Çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç

   

    Сăкăт шкулĕнче кашни кунах мĕнле те пулин спорт ăмăртăвĕ иртет  тесен  йăнăш пулмĕ. Çиччĕмĕшсем, акă, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче  пионерболла вылярĕç. Хальхинче хĕр ачасем тупăшрĕç спортзалта. Тупă енчен енне вĕçет кăна, пĕр алăран тепĕр алла куçать. Шел пулин те, çиччĕшсем вăйлăрах пулни кÿçкĕретех: судья шăхличипе шăхăртса ĕлкĕрет кăна —  татах очко!  Вăйă 2:0 шутпа вĕçленчĕ. Çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç.