Волейбол вăййин ăмăртăвĕ иртрĕ

 

 Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Патăрьел районĕнче сывлăхлă пурнăç йĕркин икĕ уйăхлăхĕ старта тухрĕ.

Çав ятпа Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем волейболла выляма спортзала пуçтарăнчĕç. Вăйă 10-11 классенче вĕренекен арçын ачасен тата арçын учительсен командисем хушшинче пулса иртрĕ. Паллах, йĕкĕтсем çĕнтернипе вĕçленчĕ вăйă. Ку савăнтарать, мĕншĕн тесен Сăкăт ялĕнче çĕнĕ шкул тунăранпа ачасем спорт енĕпе чылай малалла туртăнни куç умĕнчех. Çитĕнÿсем пулмаллах.

Вĕренекенĕсем учителĕсенчен вăйлăрах пулни — акă "пахчаçăн тухăçлă çимĕçĕ".