Вĕрентекенсем — ырă тĕслĕх кăтартрĕç

   

Вырсарни кун, пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче,  Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем спорт тумĕсем тăхăнса икĕ командăпа Патăрьелне васкарĕç. Районти вĕрентекенсен спартакиадине хутшăнса волейболла вылярĕç пирĕн учительсем. "Çĕнтерÿçĕ"  ят пурне те тивĕçмест, паллах. Апла пулин те, сăкăтсем хыçалта та мар, малта та мар — варринче. Ырă кăмăлпа таврăнчĕç волейболистсем ăмăртуран, мĕншĕн тесен вĕсем пурте лайăх пĕлесçĕ: спортпа туслă пулни сывлăхшăн усăллă, малалла тăрăшса ĕçлеме те хавхалантарать. Учительсем  спортзалта час-час пулни ачасемшĕн те ырă тĕслĕх.