Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне халалласа Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Конкурс йĕрки тăрăх, хаçат А-4 калăппа компьютер варианчĕпе тухмалла. Çак йĕркене пăхăнса конкурса пурĕ çичĕ класс хутшăнчĕ. Редколлеги членĕсем тăрашсах ĕçлерĕç. Комисси 5, 6, 9а, 10 классен хаçачĕсене чи лайăххисем тесе палăртрĕ.