Василий Чапаева халалланă урок

 

   Сăкăт шкулĕ. Чăваш чĕлхи урокĕнче 8 класра вĕренекен тутар ачисем (вĕрентекенĕ Тинюкова Н.К.) граждан вăрçин легендарлă геройĕ В.И.Чапаев çинчен калаçрĕç. Вася Чапай Чăваш çĕрĕнче, Шупашкар çумĕнчи Будайка ялĕнче çуралса ÿсни ачасемшĕн интереслĕ. "Чапаев вырăс е чăваш?" текста тишкернĕ май, вĕрентекен Василий Ивановичăн пурнăç çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ачасем  килте атте-аннепе пĕрле Раççей телевиденийĕпе халĕ пыракан "Страсти по Чапаю" нумай сериллĕ илемлĕ фильма та интересленсех кураççĕ иккен.

В.И.Чапаевăн паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ, пултарулăхĕ шкул ачисемшĕн (уйрăмах арçын ачасемшĕн), чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентеççĕ.