Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Игорь Медведева халалласа Сăкăтра хоккей турнирĕ иртрĕ. Чылаййăн пуçтарăнчĕç ял варринчи каток çине: спортсменсем, шкул ачисем, ял çыннисем, И.И. Медведевăн юлташĕсем, ĕçтешĕсем, çемйи, çывăх тăванĕсем. Ăмăртăва яланхи пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов уçрĕ, Игорь Ильич Медведев Сăкăт халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсем çинчен каларĕ. "Красное Знамя" хуçалăх ертÿçи, Чăваш патшалăх Совечĕн депутачĕ П.Никифоров, Патăрьел райпо председателĕ П.Перепёлкин, Шăмăршă лесничествин ертÿçи В.Глухов хăйсен çывăх юлташне ырăпа аса илчĕç, вăл талантлă музыкант та, композитор та пулни пирки асăнса хăварчĕç. Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В. Падусев И.И.Медведевăн шкул директорĕнче вăй хурса ĕçленĕ çулĕсене палăртса хăварчĕ. Игорь Медведевăн тетĕшĕ, "Чăвашкино" патшалăх учрежденийĕн руководителĕ Николай Ильич Медведев Сăкăт халăхне хăйĕн маттур çыннисене сумлама, хисеплеме пĕлнĕшĕн мухтарĕ, спорт вăййисене йăлана кĕртсе аталантарса пынăшăн ял пуçлăхне, çамрăксене ырларĕ, пысăк хак пачĕ, çак мероприятие йĕркелекенсене, хутшăнакан спортсменсене тав сăмахĕ каларĕ. Игорь Медведев кубокне выляса илме командăсене ăнăçу сунчĕ.